Кил-çурт çерçийĕ

Материал из Вики Птицы Чувашии
Перейти к: навигация, поиск

На русском

Кил-çурт çерçийĕ, вид отряда Воробьеобразные

Калăпăшĕ, сăн-пичĕ

Пурте паллакан кайăк. Аçипе ами пĕр-пĕринчен тĕсĕпе уйрăса тăраççĕ.

Пурнăç йĕрки

Юр ирĕлме пуçласанах мăшăрсем йăва çавăраççе. Йăва тума çуртри хушăк-хĕсĕксене суйлаççĕ. Çул тăршĕппе виçĕ хут 4-6 чĕп кăлараççĕ. Чĕпсене ытларах хурт-кăпшанкăпа тĕрантараççĕ, ытти вăхăтра ÿсентăран вăррисемпе апатланаççĕ.

Çулталăк йĕрки

Çулталăкĕпех пĕр вырăнта пурăнаççĕ, ниçта-та вĕçсе каймаççĕ. Йăва çавăрман вăхатра ушкăна пуçтарăнаççĕ.

Ăçта курма пулать?

Чăваш республикинче анлă сарăлнă, хулапа-ялсенче пуранаççĕ, ытларах чул-кирпĕч çуртсене килештереççĕ.

Натуралист пулма васкăр!

Çăк проекта хутшăнса Чăваш Енри çутçанталăка пĕрле тĕпчĕпĕр!!!

Проект 77 кайăк

Кил-çурт çерçийĕ - Воробей домовой