Уй çерçийĕ
Материал из Вики Птицы Чувашии
Содержание
На русском
Уй çерçийĕ, вид отряда Воробьеобразные
Калăпăшĕ, сăн-пичĕ
Пурте паллакан кайăк. Аçипе ами пĕр-пĕринчен уйрăлмаççĕ.
Пурнăç йĕрки
Юр ирĕлме пуçласанах мăшăрсем йăва çавăраççе. Йăва тума çуртри хушăк-хĕсĕксене, йывăç хăвăлĕсене суйлаççĕ. Çул тăршĕппе виçĕ хут 4-6 чĕп кăлараççĕ. Чĕпсене ытларах хурт-кăпшанкăпа тĕрантараççĕ, ытти вăхăтра ÿсентăран вăррисемпе апатланаççĕ.
Çулталăк йĕрки
Çулталăкĕпех пĕр вырăнта пурăнаççĕ, ниçта-та вĕçсе каймаççĕ. Йăва çавăрман вăхатра ушкăна пуçтарăнаççĕ.
Ăçта курма пулать?
Чăваш республикинче анлă сарăлнă, хулапа-ялсенче, вăрманлă çырма-çатрасенче, ял çумĕчни вармансенче пурăнаççĕ.
Натуралист пулма васкăр!
Çăк проекта хутшăнса Чăваш Енри çутçанталăка пĕрле тĕпчĕпĕр!!!
![]() |
|
|