Ула курак
Материал из Вики Птицы Чувашии
Содержание
На русском
Серая ворона, вид отряда Воробьеобразные
Калăпăшĕ, сăн-пичĕ
Пурте паллакан кайăк. Ытти кураксенчен ула-хура тĕспе уйрăлса тăрать. Чи ăслă кайăксенчен пĕри.
Пурнăç йĕрки
Çуркунне кашни мăшăр вырăн йышанса ана ытти кураксенчен сыхлать, ушкăнпа пурăнмаççĕ, пĕчченшерен йăва çавараççĕ. Çулсерен 3-5 чĕп кăлараççĕ. Тем-те çиекен кайăк, вилнĕ чĕрчунсене шырать, вĕсен кайăк йăвисене тустарать, çын хыççăн юлнă апат-çимĕçе те пуçтарать.
Çулталăк йĕрки
Çул тăршĕпех пĕр выранта пурăнаççĕ, кăнтăралла вĕçсе каймаççĕ. Кĕркуннепе хĕлле час-часах пысак ушканпа тытăнаççĕ.
Ăçта курма пулать?
Чăваш республикинче анлă сарăлнă, пур çĕрте-те тĕл пулма пулать.
Натуралист пулма васкăр!
Çăк проекта хутшăнса Чăваш Енри çутçанталăка пĕрле тĕпчĕпĕр!!!
![]() |
|
|