Хура курак
Содержание
На русском
Грач, вид отряда Воробьеобразные
Калăпăшĕ, сăн-пичĕ
Пурте паллакан кайăк. Ытти кураксенчен хуп-хура тĕспе тата шурă сăмсапа уйрăлса тăрать.
Пурнăç йĕрки
Кăнтăртан чи малтан таврăнакан кайăксенче пĕри. Ушкăнпа пурăнма юрататаççĕ, йăвасене ял-хула тăрăхĕнче йывăçсем çинче тăваççĕ. Çулсерен 3-5 чĕп кăлараççĕ, апатланма ытларах ялхуçалăх çĕрĕсем çине, сухаласа тăракан уйсене вĕçеççĕ.
Çулталăк йĕрки
Пирĕн тăраха кураксем кăнтăртан нарăс вĕçĕнче - пуш уйăх пуçламăшĕнче таврăнаççе. Каялла вĕçсе кайма васкамаççĕ, чÿк - юпа уйăхенче кăна çухалаççĕ. Юлашки çулсенче хăш-пĕр кураксем хуласенчех хĕл каçма юлаççĕ.
Ăçта курма пулать?
Юлашки 10-20 çулта Чăваш республикинче хура куракăн шÿчĕ чакса пырать. Çав-çавах халĕ те пирĕн таврара вăл анлă сарăлнă, вăрманлă вырăнсене çеç кăмăлламасть.
Натуралист пулма васкăр!
Çăк проекта хутшăнса Чăваш Енри çутçанталăка пĕрле тĕпчĕпĕр!!!
![]() |
|
|