Тăри

Материал из Вики Птицы Чувашии
Перейти к: навигация, поиск

На русском

Тăри, семейство отряда Воробьеобразные

Калăпăшĕ, сăн-пичĕ

Çерçирен кăшт пысăкрах кайăк. Республикăра тăрисен 4 тĕсĕ тел пулать, пур çĕрте те уй тарийе пурăнать.

Пурнăç йĕрки

Уй тăрийе ытларах сухаласа-лартнă çĕр çинче тел пулать, уй-çаранта çĕр çинче йăва çавăрать. Кăнтăртан таврăнсанах аçа кайăк пĕлĕте вĕçсе юрă шăрантарма пуçлать. Çул тăршшĕпе 2 хут чĕпсем кăларма ĕлкĕрет. Çулла ытларах хурт-кăпшанкă çисе пурăнать, суркуннепе кĕркунне часах курăк вăррисемпе апатланать.

Çулталăк йĕрки

Кăнтăртан пуш уйăхĕнче пĕрремĕш юр ирĕлнĕ вырăнсем тухнă вăхăтра таврăнать. Юпа уйăхĕччен пирен тавралăхра тытăнаççĕ.

Ăçта курма пулать?

Республикипех уй-çарансем пур вырăнсенче анлă сарăлнă.

Натуралист пулма васкăр!

Çăк проекта хутшăнса Чăваш Енри çутçанталăка пĕрле тĕпчĕпĕр!!!

Проект 77 кайăк

Тăри - Жаворонок