Çăхан — различия между версиями

Материал из Вики Птицы Чувашии
Перейти к: навигация, поиск
(Новая страница: «==На русском== '''Ворон''', вид отряда Воробьеобразные ==Калăпăшĕ, сăн-пичĕ== Куракс…»)
 
(нет различий)

Текущая версия на 10:47, 1 апреля 2020

На русском

Ворон, вид отряда Воробьеобразные

Калăпăшĕ, сăн-пичĕ

Кураксенчен чи пысăк кайăк, 1.5 кг çити таять. Ытти кураксенчен калăпашĕпе, хуп-хура тумĕпе, пысăк сăмсипе уйрăса тăрать.

Пурнăç йĕрки

Хĕл вĕçĕнчех йăвана ларать, ăна ытларах çÿллĕ йывăç çинче тăвать. Çулсерен 3-5 чĕп кăларать. Тем-те çиекен кайăк, вилнĕ чĕрчунсене шырать, çын хыççăн юлнă апат-çимĕçе те пуçтарать.

Çулталăк йĕрки

Çул тăршĕпех пĕр выранта пурăнаççĕ, кăнтăралла вĕçсе каймаççĕ.

Ăçта курма пулать?

Пирĕн таврара анлă сарăлнă, тĕрлĕ вăрман пур вырăнсене кăмăллать.

Натуралист пулма васкăр!

Çăк проекта хутшăнса Чăваш Енри çутçанталăка пĕрле тĕпчĕпĕр!!! 

iNaturalist.org

Проект 77 кайăк

Çăхан - Ворон