Пăчăр — различия между версиями

Материал из Вики Птицы Чувашии
Перейти к: навигация, поиск
(Натуралист пулма васкăр!)
(Натуралист пулма васкăр!)
Строка 14: Строка 14:
  
 
==Натуралист пулма васкăр!==
 
==Натуралист пулма васкăр!==
'''Çăк проекта хутшăнса Чăваш Енри çутçанталăка пĕрле тĕпчĕпĕр!!!'''
+
<div style="background-color:red">'''Çăк проекта хутшăнса Чăваш Енри çутçанталăка пĕрле тĕпчĕпĕр!!!'''</div>
 
<htmlet>t-bonasia</htmlet>
 
<htmlet>t-bonasia</htmlet>

Версия 20:08, 19 марта 2020

На русском

Рябчик, вид отряда Курообразные

Калăпăшĕ, сăн-пичĕ

Пурнăç йĕрки

Пăчăр вăрман кайăкĕ, анчах пурнăçĕ çĕр çинче иртет. Лăсăллă вăрмансене, хурăнлăхпа ăвăслăхсене килĕштерет, уйрăмах унта çырмасем пур пулсан. Çăмартисем (5-9) сарă сăрăрах, хăмăр пăнчăллă. Йăвине йывăç тымаррисем патнех, типĕрех вырăна тăвать. Мăшăрлану вăхăчĕ юр кайса пĕтсен пуçланать. Вăл вăхăтра вĕсем тинех шăхăрса, юрласа, вăхăт-вăхăт ташласа илеççĕ. Юрланă чухне пĕтĕм кĕлеткипе чĕтрет, енчен енне сулланкалать, хӳри тĕкĕсене сарать, тĕпекине сарса çĕклет. Автан пăчăр чăхха хăваласа çитсе ун тавра ташлама пуçлать. Пăчăр çемйи, ытти чăх йышрисемпе танлаштарсан, автанпа чăхран кăна тăрать. Чĕпписем тухнă вăхăтра автанĕ тĕк тăкать, çавăнпа та çемйинчен уйрăлса вĕтлĕхре пытанать. Тĕк пыйттисене кăткă тĕмĕ çине тăрса е хăйăр ăшĕнче чаваланса пĕтерет.

Çулталăк йĕрки

Хĕл каçма вĕçсе каймаççĕ. Çулталăкĕпех мăшăрлă пурăнаççĕ. Каçхине юр ăшне пытанса выртаççĕ.

Ăçта курма пулать?

Вĕсен йышĕ пирĕн тăрăхра юлашки çулсенче чаксах пырать. Чăваш республикинче лăсăллă вăрман пур районсенче тĕл пулма пулать. Улатăр, Шăмăршă, Йĕпреç тăрăхĕнче час-часах палăраççĕ.

Натуралист пулма васкăр!

Çăк проекта хутшăнса Чăваш Енри çутçанталăка пĕрле тĕпчĕпĕр!!!



iNaturalist.org