Хура курак — различия между версиями

Материал из Вики Птицы Чувашии
Перейти к: навигация, поиск
(Новая страница: «==На русском== '''Грач''', вид отряда Воробьеобразные ==Калăпăшĕ, сăн-пичĕ== Пурт…»)
 
(нет различий)

Текущая версия на 20:30, 26 марта 2020

На русском

Грач, вид отряда Воробьеобразные

Калăпăшĕ, сăн-пичĕ

Пурте паллакан кайăк. Ытти кураксенчен хуп-хура тĕспе тата шурă сăмсапа уйрăлса тăрать.

Пурнăç йĕрки

Кăнтăртан чи малтан таврăнакан кайăксенче пĕри. Ушкăнпа пурăнма юрататаççĕ, йăвасене ял-хула тăрăхĕнче йывăçсем çинче тăваççĕ. Çулсерен 3-5 чĕп кăлараççĕ, апатланма ытларах ялхуçалăх çĕрĕсем çине, сухаласа тăракан уйсене вĕçеççĕ.

Çулталăк йĕрки

Пирĕн тăраха кураксем кăнтăртан нарăс вĕçĕнче - пуш уйăх пуçламăшĕнче таврăнаççе. Каялла вĕçсе кайма васкамаççĕ, чÿк - юпа уйăхенче кăна çухалаççĕ. Юлашки çулсенче хăш-пĕр кураксем хуласенчех хĕл каçма юлаççĕ.

Ăçта курма пулать?

Юлашки 10-20 çулта Чăваш республикинче хура куракăн шÿчĕ чакса пырать. Çав-çавах халĕ те пирĕн таврара вăл анлă сарăлнă, вăрманлă вырăнсене çеç кăмăлламасть.

Натуралист пулма васкăр!

Çăк проекта хутшăнса Чăваш Енри çутçанталăка пĕрле тĕпчĕпĕр!!! 

iNaturalist.org

Проект 77 кайăк

Хура курак - Грач