Шăлинкурăс

Материал из Вики Птицы Чувашии
Версия от 22:10, 22 апреля 2020; Alex yakovlev (обсуждение | вклад) (Новая страница: «==На русском== '''Шăлинкурăс''', вид отряда Воробьеобразные ==Калăпăшĕ, сăн-пич…»)
(разн.) ← Предыдущая | Текущая версия (разн.) | Следующая → (разн.)
Перейти к: навигация, поиск

На русском

Шăлинкурăс, вид отряда Воробьеобразные

Калăпăшĕ, сăн-пичĕ

Пурте паллакан кайăк. Çуркунне вĕçсе килнĕ кайăксен хура тумĕ çинче шурă пăнчăсем нумай курма пулать. Йăваран вĕçсе тухнă çамрăксем тĕксĕм тумлă, ула-хăмăр тĕслĕрех.

Пурнăç йĕрки

Ытларах çын ăсталанă шăнкăрч вĕллисенче пурăнаççĕ, вăрмансемпе çырма-çатрасенче хăвăлсем йышăнаççĕ. Кашни мăшăр 4-6 çăмарта хурса чĕпсем кăлараççĕ, вĕсене ăман, хурт-кăпшанкă çитерсе тăранстараçĕ. Çунат çине тăрсан пысăк ушкăнсене пуçтарăнса апат шыраса кĕркуннечен вĕçсе çÿреççе. Ку вăхатра часах çырлапа апатланаççĕ.

Çулталăк йĕрки

Çуркунне тăван тавралăха пуш уйăхĕнче - ака пуçламăшĕнче таврăнаççĕ. Кăнтăралла авăн уйăхĕнче çул тытаççĕ, хăш-пĕр кайăксем юпа уйăхĕнче те тĕл пулаççĕ.

Ăçта курма пулать?

Чăваш республикинче анлă сарăлнă, пур çĕрте те курма пулать. Варман таврашĕнче кăна сайрарах тĕл пулать.

Натуралист пулма васкăр!

Çăк проекта хутшăнса Чăваш Енри çутçанталăка пĕрле тĕпчĕпĕр!!!

Проект 77 кайăк

Шăлинкурăс - Свиристель