Тăрна
Материал из Вики Птицы Чувашии
Содержание
На русском
Журавль, род отряда Журавлеобразные
Калăпăшĕ, сăн-пичĕ
Вăрам мăйлă та вăрăм уралла вĕçен кайăк. Чавашри чи пысăк кайăксенчен пĕри - ун йывăрăше 3-6 кг, çуллĕшĕ - 120-140 см, çунат сарлакăшĕ 200-230 см яхăн.
Пурнăç йĕрки
Çулталăк йĕрки
Хĕл каçнă вырăнсенчен тăван тавралăха ака уйăхĕнче таврăнаççĕ. Йăва çавăрса чĕпсене ÿстерсе çунат çине тăратнă хыççăн вăрманти шурлăхсенче пысăк ушкăнсене пуçтарăнаççĕ. Авăн уйăхĕнче Сăр тăрăхĕнче 1000-1500 яхăн тăрна пулать. Вĕсем кунта çывăрма пуçтăранаççĕ, апатланма вара тул çутăлсанах Чулхула çĕрĕсем çинчи уйсене вĕçсе каяççĕ. Çак уйăх вĕçнелле кăнтăралла çул тытаççĕ.
Ăçта курма пулать?
Натуралист пулма васкăр!
Çăк проекта хутшăнса Чăваш Енри çутçанталăка пĕрле тĕпчĕпĕр!!!
|
|